Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
18 Ноябрӗн 2020, 13:50

Пуçламăш медицина звени валли 15 млрд тенкĕ уйăрнă

Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствине, малтанхи медицина звенине 2024 çулччен аталантарма заявка памалли кампание ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн, федераллă бюджетран 15 млрд тенкĕ уйăрса парасси çинчен правительствăн оперативлă канашлăвĕнче республика пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.

- Çакăн пек майпа эпир 2024 çул тĕлне сывлăх сыхлав тытăмне пĕтĕмпех модернизацилеме пултаратпăр. Уйрăмах çакă ял тăрăхĕнчи территорисене пырса тивет. Фельдшерпа акушер пункчĕсене уçнă çĕрте пулнă май, эпĕ çынсен пичĕсем çинче савăнăçа куратăп. Çак ĕçе малалла та тăсмалла - çĕнĕ те паха ФАПсем тумалла тата вĕсене кадрсемпе тивĕçтермелле, - тенĕ Пушкăртстан пуçлăхĕ. Çав вăхăтрах çитес канашлу тĕлне 2021 çул валли укçа-тенкĕ уйăрмалли плана хатĕрлесе çитерме хушнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: