2020 çулхи çуркунне çирĕм пилĕк çулхи Пушкăртстан яшне Азамат Шакирова медосмотр иртнĕ хыççăн призыв комиссийĕ Раççей çар ретне тăма ирĕк паман. Азамат çакăншăн питĕ куляннă. Çав самантран вăл чăнласах хăй сывлăхне тимлĕх уйăрма шут тытнă.
Чи малтан вăл куçне коррекци тунă. Ун хыççăн ытлашши йывăрăшне пăрахас тесе фитнес-клуба çырăннă.
- Тренер валли манăн укçа çукчĕ. Пĕр тренер, эпĕ çара каяс ĕмĕтпе ырханланма шутланине пĕлсен, мана тÿлевсĕрех пулăшма пулчĕ. Вăл тренировкăсем палăртрĕ, тĕрĕс апатланăва асăрхаса тăчĕ. Çапла çур çул хушшинче эпĕ 14 килограмм ырханлантăм. Халĕ эпĕ 118 килограмм таятăп, - илсе кăтартать 25 çулхи Шакиров сăмахĕсене Тĕп çар округĕн пресс-служби.
Кĕрхи призыв вăхăтĕнче Азаматăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Ăна Раççей çар ретне илнĕ. Çывăх вăхăтра вăл Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне Калининград облаçĕнчи Çарпа тинĕс флотĕнче пурнăçлĕ.