Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Ноябрӗн 2020, 13:45

«Çырăн та выляса ил» акци çула тухрĕ

«Республика Башкортостан» Издательство çурчĕ ноутбук, телевизор, холодильник, электросамакат, юр тасатмалли хатĕр тата хăйне евĕрлĕ парнесем, «Салават Юлаев» хоккей клубĕнче выляканĕсем алă пуснă джерси (футболистсем тăхăнмалли ятарлă тум), «Уфа» футбол командинче вылякансем алă пуснă футболка, выляттараççĕ.

«Республика Башкортостан» Издательство çурчĕ ноутбук, телевизор, холодильник, электросамакат, юр тасатмалли хатĕр тата хăйне евĕрлĕ парнесем, «Салават Юлаев» хоккей клубĕнче выляканĕсем алă пуснă джерси (футболистсем тăхăнмалли ятарлă тум), «Уфа» футбол командинче вылякансем алă пуснă футболка, выляттараççĕ. Çак парнесенчен пĕрне те пулсан выляса илес тесен мĕн тумалла?
1. «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн икĕ кăларăмне çырăнса илмелле. Çав шутра район хаçачĕ тата «Урал сасси» пулма пултарать. Хăвăра кирлĕ кăларăмсене Раççей Почта уйрăмĕсенче, хаçат-журнал редакцийĕсенче, https://rbsmi.ru/catalog/podpiska/ портал урлă çырăнса илме пулать.
2. Çырăнтару квитанцийĕсене тата унта хутшăнмалли заявкăна (хушаматăра, ятăра, аçăр ятне, сирĕнпе çыхăнмалли телефон номерне кăтартмалла) 2021 çулхи январь уйăхĕн 15-мĕшĕччен çак адреспа: г. Уфа, ул. 50-летия Октября, 13, Издательский дом «Республика Башкортостан» адреспа е электронлă почтăпа [email protected] («Подпишись и выиграй» паллăпа ярса памалла)
Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 (347)226-99-54.
Читайте нас: