Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Ноябрӗн 2020, 19:30

100 çулхи юбилейне 4 кун пурăнса çитеймен

Пушкăртстанри Тăван çĕршывăн аслă вăрçин тепĕр ветеранĕ пурнăçран уйрăлнă. Белорецк районĕнче пурăнакан Леонид Платонович Копытов хăйĕн 100 çулхи юбилейĕччен 4 кун пурăнса çитейменни çинчен муниципалитет пуçлăхĕ Андрей Иванюта пĕлтернĕ.

Пушкăртстанри Тăван çĕршывăн аслă вăрçин тепĕр ветеранĕ пурнăçран уйрăлнă. Белорецк районĕнче пурăнакан Леонид Платонович Копытов хăйĕн 100 çулхи юбилейĕччен 4 кун пурăнса çитейменни çинчен муниципалитет пуçлăхĕ Андрей Иванюта пĕлтернĕ.
- Çак эрнере Верхний Авзян ялĕнче пурăнакан Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранне, Леонид Платонович Копытова, 100 çулхи юбилейĕпе саламлама палăртнăччĕ. Парне хатĕрленĕччĕ, чечек илме саккас панăччĕ. Кĕтмен çĕртен начар хыпар – хăйĕн юбилейне 4 кун пурăнса çитеймесĕр фронтовик вилсе кайнă,- тесе çырнă район пуçлăхĕ.
Леонид Платонович Копытов Белорецк районĕнчи Верхний Авзян ялĕнче çуралнă. Çар хĕсметне 1940 çулта танă. Балтика çумĕнчи округра, Литвара службăра тăнă. Инженерсен сапер бригадин йышĕнче взвод командирĕн пулăшаканĕ пулнă. Ржев хули çывăхĕнче йывăр суранланнă. Л. П. Копытова «Хăюлăхшăн», «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Мирлĕ пурнăçра Леонид Платонович ялти шкулта истори учителĕ пулса тăрăшнă. Пурнăçĕн 40 çулне вăл педагогика ĕçне халалланă.
- Чаплă педагог, таврапĕлÿçĕ, обществăлла ĕçе хастар хутшăнаканскер. Çакăн пек çынсемпе самана иртет... Питĕ те шел. Леонид Платонович ĕмĕрлĕхе пирĕн асра юлĕ, - хушса хунă Андрей Иванюта.
Читайте нас: