Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Ноябрӗн 2020, 12:25

Кăшăлвируспа кĕрешекен студентсене укçа-тенкĕ парса хавхалантарĕç

Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Правительствин членĕсемпе ирттернĕ канашлу вăхăтĕнче кăшăлвируса хирĕç кĕрешме хутшăннă студентсене укçа парса хавхалантарма хушу панă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Правительствин членĕсемпе ирттернĕ канашлу вăхăтĕнче кăшăлвируса хирĕç кĕрешме хутшăннă студентсене укçа парса хавхалантарма хушу панă.
Ун сăмахĕсем тăрăх, хушма тÿлеве поликлиникăсемпе больницăсене ĕçе вырнаçман, анчах практика шучĕпе кăшăлвирус инфекцийĕпе кĕрешес ĕçе хутшăннă медицина вĕрентÿ заведенийĕсен студенчĕсене парĕç.
Паян кун тĕлне Пушкăртстанри поликлиникăсенче тĕрлĕ должноçсенче 1200 ординатор ĕçлет. Маларах агентство пĕлтернĕ тăрăх, терапевтсен ĕçĕсем нумай пулнă пирки октябрь уйăхĕнче Ĕпхÿ поликлиникисене 150 студент-ординатор тата Пушкăрт медицина университетчĕн аслă курс студенчĕсене янă. Резервра тата 200 студент пур. Медицина организацийĕсем ыйтсассăн вĕсем ĕçе тытăнма хатĕр.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: