Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Ноябрӗн 2020, 19:05

ТОСЭРсенче çĕнĕ резидентсем регистрациленĕ

Республикăри икĕ социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе аталанакан территоринче (ТОСЭР) çĕнĕ инвестор-резидентсем регистраци иртнĕ.

Республикăри икĕ социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе аталанакан территоринче (ТОСЭР) çĕнĕ инвестор-резидентсем регистраци иртнĕ. Экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министрĕн çумĕ Екатерина Кликунова каласа панă тăрăх‚ инвестици проекчĕсене Кумертау тата Белорецк хулисенче пурнăçа кĕртме палăртаççĕ.
«Комфорт» ООО «Кумертау» ТОСЭРта кăш-карлă (корпусная) çемçе сĕтел-пукан туса кăларакан производствăна хута ярĕ. Инвестицисен калăпăшĕ 3‚82 млн тенкĕпе танлашать. Проекта пурнăçа кĕртсен хулара 10 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлĕ. «Виçмелли оборудованисем туса кăларакан завод» («Завод весового оборудования») ООО Белорецкра дозăна пайласа виçекен линейка тата бортлă системăна виçмелли хатĕрсем туса кăларма палăртать. Унти инвестицисен калапăшĕ - 7 млн тенкĕ. Предприятинче 23 ĕç вырăнĕ пулĕ.
- Паянхи кун тĕлне Пушкăртстанри ТОСЭРсенче 68 резидент шутланать. Çĕнĕ производствăсем хута яма 11 млн тенкĕ уйăрĕç. Унсăр пуçне 33 ĕç вырăнĕ уçăлĕ‚ – тенĕ Екатерина Кликунова.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: