Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Ноябрӗн 2020, 19:25

Авăркас районĕн центрĕнче «Уральский» парк уçăлнă

Авăркас районĕн центрĕнче «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» федераллă проект укçи-тенкипе «Уральский» парк уçнă.

Авăркас районĕн центрĕнче «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» федераллă проект укçи-тенкипе «Уральский» парк уçнă.
- Çакă Толбазăра пурăнакансемшĕн‚ уйрăмах ачасемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Халĕ вĕсем пушă вăхăта хаваслă тата сывлăхшăн усăллă ирттерме пултараççĕ. Çакăн йышши объектсем ял сăнне улăштараççĕ‚ илем кÿреççĕ. Унсăр пуçне çынсен пурнăçне те витĕм кÿреççĕ‚ – тенĕ район пуçлăхĕ Зуфар Идрисов парка уçнă май.
Объект проектне хатĕрленĕ чух район центрĕнче пурăнакансен сĕнĕвĕсене те шута илнĕ. Халĕ кунта 14 элементран тăракан вăйă лапамĕ тата тăватă вылямалли аттракцион.
Тренировкăсем ирттермелли лапамра сакăр спорт тренажерĕ вырнаçтарнă. Çумрах нумай енлĕ - пĕчĕк футбол тата баскетбол вылямалли хÿмесемлĕ - спорт лапамĕ. Ача-пăча тата спорт лапамĕсене хăрушсăрлă резинăпа сарнă. Çавăн пекех парк территорийĕнче хоккей вылямалли коробка та пур. Ун çумĕнче спортсменсене хывăнса тăхăнма ăшă пÿлĕмсем тата спорт хатĕрĕсене проката илмелли пункт вырнаçнă.
Паркра асфальт витнĕ çуран çӳремеллли сукмаксем хунă‚ пилешсемпе çутă кăвак хырсем лартнă‚ газон курăкĕ акнă‚ камерăсем вырнаçтарнă. Проектпа килĕшÿллĕн унта машинăсем тăратмалли вырăнсемпе туалетсем те пулĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: