Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Ноябрӗн 2020, 19:45

Буздяк районĕнче виççĕмĕш йĕкĕреш çуралнă

Буздяк районĕнче çулталăк хушшинче виççĕмĕш йĕкĕреш çуралнине регистрациленĕ.

Буздяк районĕнче çулталăк хушшинче виççĕмĕш йĕкĕреш çуралнине регистрациленĕ. Артурпа Рената пепкесем Рустам Андрущенкăпа Альмира Батырова çемйинче çут тĕнчене килнĕ.
Тин çуралнă ачасен аслă пиччĕшĕпе аппăшĕсем те пур: Алия - Буздякри ял хуçалăх колледжĕн иккĕмĕш курс студенчĕ‚ Роберт 9-мĕш класра вĕренет‚ Айсылу – 4 класс ачи.
Буздяк районĕнчи ЗАГС уйрăмĕ пепкесен ашшĕпе амăшне ачасем çуралнине çирĕплетекен свидетельствăсем тата асăнмалăх парнесем панă‚ – тенĕ ПР Юстици ĕçĕсен патшалăх комитечĕн пресс-службинче.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: