Донни пациентсене кĕтсе илĕ тата вĕсемпе калаçăва хутшăнĕ, çынсен даннăйĕсене ыйтса пĕлĕ, паянхи кун маскăпа усă курмаллине асăрхаттарĕ. Çавăн пекех вăл юн пусăмне тата таппине виçме пултарать, çак кăтартусене медицина ĕçченĕсем патне илсе çитерет. Çакă пациента йышăннă чухне уйăракан вăхăта кĕскетме май парать, çынпа çын хутшăнура пулассине сахаллатать.