Пушкăртстанра хăш-пĕр автомобиль çулĕсене федераллă харпăрлăха куçарасси пурнăçа кĕрсе пырать. Пĕтĕмĕшле автомагистральсен 350 çухрăмне федералсен аллине пама палăртаççĕ.
Çулсен хуçисене улăштарни вырăнти бюджетран сахалрах укçа-тенкĕ тăкаклама май парĕ, мĕншĕн тесе вĕсене пăхса тăма паянхи кунччен чылай нухрат тăкакланă. Кăçал сăмахран Ĕпхÿ – Эрĕнпур çулăн пĕр пайне (М-5 Урал çул каçмăшĕнчен (развязка) пуçласа аэропорта çити) федераллă харпăрлăха панă. Çак çула пăхса тăма кашни çул Ĕпхÿ хула бюджетĕнчен 60 млн тенкĕ уйăрнă пулнă.
ПР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Акъяр – Сибай çула çывăх вăхăтра федералсене куçарса пама кирлĕ хутсене хатĕрлесе çитернĕ. Çак ыйтăва 2021 çулта татса памалла. Унăн пĕтĕмĕшле тăрăшшĕ 132,4 çухрăмпа танлашать.
Çавăн пекех Ĕпхÿ – Пермь çул та черетре тăрать. Çак çулăн Пушкăртстан территорийĕпе иртекен пайĕ 216,6 çухрăма çитет. Ăна федераллă çулсене аталантармалли малашлăх планне кĕртме документсем хатĕрлеççĕ.
Анчах та республика федераллă харпăрлăха куçарма ыйтса çырнă виçĕ заявкăна Росавтодор тивĕçтермен. Сăмах кунта Ĕпхÿ – Белорецк – Магнитогорск, Кропачево – Месягутово – Ачит тата Киров – Ижевск – Ĕпхÿ магистральсем пирки пыраççĕ. Тĕп сăлтавĕсем çаксем пулса тăраççĕ – Раççей Федерацин икĕ регионĕнчи тĕп хуласене çыхăнтаракан объектсем федераллă пĕлтерĕшлĕ çулсен критерийĕсене тивĕçтерменни тата çак çулсемпе юнашарах е çывăхра федераллă трассăсем пурри.