Пур хыпар та
Новости
21 Ноябрӗн 2020, 18:30

Çул çитмен 15 çулхи ача икĕ автомобиль вăрланă

Межгорье хулинчи шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй чаçне вырăнта пурăнакан пĕр çын шăкăравланă. Арçын темле палламан, çитĕнсе çитмен ача автомобиль рулĕ умне ларса çÿренине курни çинчен пĕлтернĕ. Вăл ăна чарса йĕрке хуралçисем килсе çитиччен тытса тăма шутланă, анчах та лешĕ темле май тупса тарса çухалнă.

Автомобиль хуçи çак хулара пурăнакан 63 çулхи арçын пулса тухнă. Вăл каласа панă тăрăх, арçын кил умĕнче машинăри япаласене пушатнă, çав вăхăтра автомобиль уççине багажникра хăварнă. Каялла килсен уççа тупайман, ăна килте хăвартăм пуль тесе шутланă.
Полици ĕçченĕсем хурçă ута кам вăрласа кайнине тупса палăртнă. Вăл 15 çулхи яш пулса тухнă. Шухă çамрăк октябрь уйăхĕнче Белорецк районĕнче пĕр автомобиль вăрланă пулнă, ун хыççăн - Межгорьере. Çав вăхăтрах ун тĕлĕшпе следстви те пынă. Апла пулин те усал шухăшĕсене пуçĕнчен кăларса пăрахайман. Хальхинче пенсионер çурчĕ умĕнчен иртсе пынă чухне вăл автомобиль тăнине тата унăн багажникĕ çумĕнчи уççа асăрханă та ăна кĕсйине илсе чикнĕ. Тепĕр кун каçхине куç хывнă хурçă ута вăрласа тарнă.
Асăннă фактпа РФ УКан 166-мĕш статйипе уголовлă ĕç пуçарнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас в