Краснокамск районĕнчи çул çинче автомобиль çаврăнса ÿкнĕ. Çак инкеке пула пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă, пиллĕкĕн аманннă.
Пăтăрмах ноябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Арлан – Ашит автоçул çинче пулса иртнĕ. Porsche Cayenne автомобиль рулĕ умĕнчи водитель темшĕн хурçă ута итлетереймен пирки сылтăм енчи кювета анса кайнă та çаврăнса ÿкнĕ. Арлан еннелле каякан машинăра улттăн пулнă. Инкек вăхăтĕнче Нефтекамск хулинче пурăнакан, 1978 çулта çуралнă пассажирăн сурансене пула, васкавлă пулăшу киличченех, вырăнтах чĕри тапма чарăннă. Вăл хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнманни паллă.
Ытти пассажирсене тĕрлĕ сурансемпе больницăна илсе кайнă, медицина пулăшăвĕ панă. Халĕ çул-йĕр çинчи инкекĕн сăлтавне ÿçăмлатаççĕ.