Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Ноябрӗн 2020, 19:20

Шупашкартан икĕ наградăпа таврăннă

Мустай Карим ячĕллĕ çамрăксен наци театрĕ Шупашкарта иртнĕ регионсем хушшинчи «Атăл юмахĕ» («Волжская сказка») фествальте икĕ награда тивĕçнĕ. Ĕпхÿ артисчĕсем ăмăртăва жанрĕпе социаллă драмăна çывăх «Эпĕ – кулак. Эпĕ – А-Н-Н-А» инклюзивлă спектакльпе хутшăннă. Ăна Марта Райцес пьеси тăрăх çырнă

Мустай Карим ячĕллĕ çамрăксен наци театрĕ Шупашкарта иртнĕ регионсем хушшинчи «Атăл юмахĕ» («Волжская сказка») фествальте икĕ награда тивĕçнĕ. Ĕпхÿ артисчĕсем ăмăртăва жанрĕпе социаллă драмăна çывăх «Эпĕ – кулак. Эпĕ – А-Н-Н-А» инклюзивлă спектакльпе хутшăннă. Ăна Марта Райцес пьеси тăрăх çырнă.
Светлана Бронникова актрисса «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ» номинацире диплом çĕнсе илнĕ. Спектакль режиссерне Ольга Мусинана жюри ятарлă приз парса хавхалантарнă.
Çамрăксен наци театрĕсен «Атăл юмахĕ» фестиваль Шупашкарта ноябрь уйăхĕн 16-22-мĕшĕсенче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен патшалăх театрĕнче иртнĕ. Кăçал ăна Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул тата Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалланă.
Фестивале Раççейри çичĕ театр хутшăннă. Спектакльсем кирек хăш ÿсĕмри куракана та тыткăнлама пултарнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: