Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Ноябрӗн 2020, 19:34

Пушкăртстанра «Чăрăш-2020» операци çула тухать

Ноябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнчен декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен Пушкăртстанра йăлана кĕнĕ «Чăрăш-2020» профилактика операцийĕ пуçланать. Унăн тивĕçĕ – лăсăллă çамрăк йывăçсене саккунсăр касассинчен сыхласси.

Ноябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнчен декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен Пушкăртстанра йăлана кĕнĕ «Чăрăш-2020» профилактика операцийĕ пуçланать. Унăн тивĕçĕ – лăсăллă çамрăк йывăçсене саккунсăр касассинчен сыхласси.
- Паянхи кунтан Çĕнĕ çул чăрăшĕсене хатĕрлесси пуçланать çеç-ха. Çавăнпа та вăрман хуралĕн инспекторĕсем чăрăшсене касса хатĕрленĕ вырăнсене тĕрĕслеççĕ, вăрман саккунĕсене пăснине тупса палăртассипе тимлеççĕ, - палăртнă федераллă патшалăх вăрман тата пушар асăрхакан уйрăмăн пуçлăхĕ Юнир Садыков. – Асăннă операци шайĕнче çĕнĕ çул продукцине сутакан вырăнсенче рейдсем ирттерĕç, çавăн пекех вăрман фончĕн çĕрĕсене сыхлĕç. Саккунсăр продукцие турттарнине тĕрĕслеме ГИБДД инспекторĕсемпе пĕрле талăк тăршшĕпе çулсем çинче дежурство тата стационар посчĕсем йĕркеленĕ.
Вăрман хунавĕсене саккунсăр каснишĕн административлă тата уголовлă явап тыттарĕç. Граждан çыннисемшĕн административлă тÿлев 3 пин тенкĕрен 4 пине яхăн, должноçри çынсемшĕн 20 пинтен 40 пине, юридически сăпатсемшĕн 200 пинтен 300 пин тенке яхăн пулĕ. Штраф тÿленисĕр пуçне саккуна пăсакан вăрман фондне сиен кÿнишĕн тăкаксене саплаштармалла. Енчен те сиен 5000 тенкĕ е ытларах пулсан саккуна пăсакана уголовлă явап кĕтет, чи пысăк айăплав - 6 çула ирĕксĕр хăварни.
«Потребительсен прависене хÿтĕлесси» саккунпа килĕшÿллĕн чăрăша сутăн илекен çын продукцин саккунлăхне çирĕплетекен хута ыйтма пултарать. Республикăн хăнисемпе унта пурăнакансем лăсăллă йывăçсене саккунсăр касни е сутни çинчен ПР Вăрман хуçалăхĕн министерствин регионти диспетчер службине 8 (347) 218-14-14 телефонпа пĕлтерме пултараççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: