Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Ноябрӗн 2020, 19:30

Тин çуралнă ачана вĕлернĕшĕн амăшне судпа айăпланă

Татăшлă районĕнче пурăнакан 27 çулхи хĕрарăм тĕлĕшпе суд «амăшĕ тин çуралнă ачана вĕлернĕшĕн» статьяпа приговор йышăннă.

Татăшлă районĕнче пурăнакан 27 çулхи хĕрарăм тĕлĕшпе суд «амăшĕ тин çуралнă ачана вĕлернĕшĕн» статьяпа приговор йышăннă.
Регионти Следстви комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, йывăрлă хĕрарăм ачине сывă хăварас мар тесе ăна вĕлерме шут тытнă. Кăçалхи март уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл больницăна каймасăр тата никамран медицина пулăшăвĕ ыйтмасăр пепкене мунчара çуратнă. Ун хыççăн ачине шыв тултарнă савăтра путарнă. Тепĕр темиçе кунран хĕрарăм район больницине килсе çитнĕ, пĕчĕк чун мĕнле вилнине улталаса каласа панă.
- Анчах та судпа медицина экспертизи тин çуралнă ача чĕрĕ çуралнине тата вăл пурăнма пултарнине çирĕплетнĕ. Çапла майпа ăна вăйпа вĕлерни паллă пулнă. Çакăн хыççăн çеç чунсăр амăш хăйĕн айăпне йышăннă,- пĕлтернĕ ПР Следстви комитетĕче.
Суд хĕрарăма икĕ çула условлă йĕркепе ирĕксĕр хăварма йышăну тунă. Тĕрĕслев срокĕ пĕр çула тăсăлмалла.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: