Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Ноябрӗн 2020, 19:38

Ватă çын хут купăспа выляса ачасем валли теттелĕх укçа пуçтарать

Социаллă сетьре Ĕпхÿ хулин çыннисем хушшинче чуна пырса тивекен ĕç çинчен хыпар анлă сарăлнă. Сÿрĕк мар чунлă çынсене айккинче юлмасăр Юрий Иванович ятлă мучи патне пыма ыйтаççĕ. Ватă арçын кашни кун тенĕ пекех «ВАЗ» обществăлла транспорт чарăнăвне тухса хут купăс калать. Иртен-каян кĕвĕшĕн паракан укçине вара хăйне илмест.

Социаллă сетьре Ĕпхÿ хулин çыннисем хушшинче чуна пырса тивекен ĕç çинчен хыпар анлă сарăлнă. Сÿрĕк мар чунлă çынсене айккинче юлмасăр Юрий Иванович ятлă мучи патне пыма ыйтаççĕ. Ватă арçын кашни кун тенĕ пекех «ВАЗ» обществăлла транспорт чарăнăвне тухса хут купăс калать. Иртен-каян кĕвĕшĕн паракан укçине вара хăйне илмест.
Пухăннă укçипе ача çурчĕ валли теттесем туянать. Пÿрнисем сивĕре шăнаççĕ пулсан та хут купăспа выляма чарăнмасть. «Пÿрнесем шăнни темех мар-ха вăл, ачасем мана кĕтеççĕ», - тенĕ вăл хăйне чейпе хăналанă хĕре. Асăннă Ĕпхÿ хĕрĕ çак пулăм çинчен социаллă сетьре пĕлтернĕ те.
«Урама тухатăп та баянпа кĕвĕсем калатăп. Ăшăрах кунсенче тухма тăрăшатăп. Вунă çул ĕнтĕ çапла ачасене савăнтаратăп. Халĕ кăшăлвируса пула мана ача çуртне кĕртмеççĕ, паллах. Анчах та парнесене хуралçă урлă паратăп. Кунне виçĕ сехет уçă сывлăшра кĕвĕ калатăп. Виçĕ кун хушшинче 10 пин тенкĕ пухма пултартăм. Ачасене сĕтел çинче вылямалли хоккей вăййи туянасшăн-ха, - хăйĕн савăнăçĕ çинчен пĕлтернĕ Юрий Иванов.
Юрий Иванович хăй те тăлăх ача. Ачалăхĕпе çамрăклăхне ача çурчĕсенче ирттернĕ. Ÿссе çитĕнсен архивсенче шыранса хăйĕн çинчен çырнине асăрханă.
- Икĕ уйăхра чух мана анне пепкесен çуртĕнче (дом малютки) хăварнă. Çавăнта теттесем илсе каятăп, ачасемпе калаçатăп, - каласа панă халĕ Ĕпху хулинчи паллă баянист.
Пепкесен çурчĕ хыççăн пĕчĕк Юрăна Пелепей районĕнчи ача çуртне куçарнă, унтан Пишпÿлек районĕнчине, юлашкинчен вăл Бирск хулине лекнĕ.
«Слесарь профессине алла илтĕм. Пĕрре çапла çăкăр завочĕ умĕнчен иртсе пыраттăм. Тин çеç пиçсĕ тухнă çăкăр шăрăшине туйса тÿсме çук хырăм выçса кайрĕ. Çăкăр туянас шутпа унта кĕтĕм. Ĕç вырăнне те çакăнтах тупрăм, - аса илет Юрий Иванович.
Юлташĕсен ушкăнĕнче пулас мăшăрĕпе Екатеринăпа паллашнă. Çемье çавăрнă, мăшăрăн Александр ывăл çуралнă. Халĕ вĕсен Полина мăнукĕ ÿсет.
Юрий Иванович парне панă чухне ачасен куçĕсене курасшăн ĕмĕтленет. Анчах та пандеми хăйĕн хура ĕçне тăватех. Мучи кăшăлвирусран хăрамасть, вăл 70 çула çитне пулсан та пĕр тару та ĕçсе курман. Хăйĕн ыра ĕçне вара ура çинче чух малалла та май пур таран тăсасшăн.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: