Çĕрле Ĕпхÿри аэропортра самолет çĕр çине анса ларнă. Ун çинчен ылтăн медаль çакнă Октябрьский хулинчи 17 çулхи чемпионка Азалия Аминева аннă. Самолетран анакансене кĕтсе илекен залра ăна тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ. Вăл XXI-мĕш ĕмĕрте пуçласа республикăри юниорсенчен Европа Первенствин çĕнтерÿçи пулма пултарнă.
Çирĕм икĕ çĕршывран чи вăйлă боксерсене пуçтарнă ăмăртусем ноябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен Будва (Черногория) хулинче иртнĕ. Чемпионка Румыни, Польша, Армени, Украина спортсменĕсемпе 4 çапăçу ирттернĕ. Икĕ тытăçăва тупăшакансене 6 хутчен нокдауна ăсатса маларах вĕçленĕ!
Çĕнтерĕве пула бокспа тĕнче первенствин лицензине çĕнсе илнĕ тата Тĕнчери класс спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.
- Пурте палăртнă пекех пулса тухрĕ – киле ылтăн медальпе таврăнтăм. Хăрушă пулчĕ, - пытармасăр каласа панă Азалия. – Ман çине пысăк шанчăк хунăччĕ, çĕнтерессе ĕнентĕм. Финалта Украина представителĕпе кĕрешрĕм. Маларах мана çак хĕр ача бокс техники енчен питĕ ăста пулнине систерчĕç. Çакă мана шухăша ячĕ, паллах, анчах та тупăшакана çĕнме вăй çитессе шантăм.
Европа ăмăртăвĕн çĕнтерÿçине Пушкăртстан бокс Федерацин çыннисем, тренерсемпе спортсменсем кĕтсе илнĕ. Хĕре иртнĕ тата пулас (тĕнчипе мала тухассинче тата Олимпиадăра) ăмăртусен паллине «ылтăн перчеткесем» тата пĕрлешÿллĕ Раççей командин костюмне парнеленĕ.
Çывăх вăхăтра Азали Аминеван Сочи хулине çитмелле. Боксер унта январь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Сербире иртекен турнира, каярах апрель уйăхĕнче иртекен тĕнчипе мала тухмалли ăмăртăва хатĕрленĕ.
Н. И Валуев ячĕллĕ Пушкăртстан Республикин олимп резервĕн спорт шкулĕн директорĕ тата аслă тренерĕ Рим Башаров каланă тăрăх, Азалия икĕ çул каялла çеç Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ пулнă.
- Иртнĕ ĕмĕрте хăйĕн ÿсĕмĕнче Европа «ылтăнне» çĕнсе илнĕ Валерий Лимасова тĕл пулма тÿр килнĕччĕ. Хальхи ĕмĕрте Азалия Аминевана курма телей пÿрчĕ, - тенĕ Р. Башаров.
Хĕр ачан тата Пушкăртстанри юниорсен пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Александр Савкин ăмăртусенче çăмăл пулманнине уçса панă.
- Карантина лекрĕмĕр. Апрель уйăхĕнче Европа первенствине каймаллаччĕ. Чăтса ирттертĕмĕр, кăмăл çирĕплĕхне çухатмарăмăр, çавăнпа çĕнтертĕмĕр те. Тепĕр тĕллев – тĕнчипе мала тухасси тата Олимпиадăра çĕнтересси. Азалия: «Манăн каяс килет!» терĕ-çке, - каласа панă спортсменкăн вĕрентекенĕ.
Кăсăк факт: Ăмăртура Азалия Аминеван урисене боксерка мар, кроссовки тăхăнма тÿр килнĕ. Мĕншĕн тесен спортсменсен тата ытти командăри çынсен япалисене вăрланă. Анчах та çак ĕç ниепле те ăмăртăвăн пĕтĕмлетĕвне витĕм кÿмен.