Пур хыпар та
Новости
24 Ноябрӗн 2020, 14:30

Пĕчĕк тата вăтам бизнесăн çыравĕ иртĕ

2021 çулта Пушкăртстанра пĕчĕк тата вăтам бизнес объекчĕсен çыравĕ иртĕ. Правительство канашлăвĕнче пĕрремĕш вице-премьер Рустам Муратов пĕлтернĕ тăрăх‚ пилĕк çулта пĕрре предпринимательсен пĕтĕмĕшле статистика сăнавне ирттереççĕ.

2021 çулта Пушкăртстанра пĕчĕк тата вăтам бизнес объекчĕсен çыравĕ иртĕ. Правительство канашлăвĕнче пĕрремĕш вице-премьер Рустам Муратов пĕлтернĕ тăрăх‚ пилĕк çулта пĕрре предпринимательсен пĕтĕмĕшле статистика сăнавне ирттереççĕ. Росстат çак кăтартусене шута илсе регионти пĕчĕк предприятисемпе хăй хальлĕ предпринимательсен тĕп капитала укçа хывнин шайлашăвне палăртать. Республика пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн муниципалитетсен пуçлăхĕсем хăйсен реестрĕсене хатĕрлемелле.
Ноябрь уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне МСП ФНС Пĕрлĕхлĕ реестр шутĕнче тăракан 121‚2 пин организацинчен 94‚1 пин пĕчĕк тата вăтам организацисен (пĕтĕмĕшле шутран 77‚6%) хыпарĕсене кĕртнĕ.
Премьер-министр Андрей Назаров çак ĕçе пĕтĕçÿллĕ (организованный) ирттерме хушнă: « Енчен те муниципалитет пуçлăхĕ унăн территорийĕнче мĕн чухлĕ предприниматель пулнине пĕлмест тата вĕсемпе ĕçе йĕркелесе яман пулсан‚ каялла çыхăну тытмасан‚ çак ертÿçĕн ĕçне тухăçлă тесе шутламăпăр. Хуласемпе районсен пуçлăхĕсем хăйсен территорийĕнчи кашни предпринимателе пĕлмелле‚ вĕсен ĕçне пуçарса яма хăтлă условисем йĕркелемелле».
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас в