Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Ноябрӗн 2020, 17:05

«Салам – 2020» фестивале хутшăнма йыхравлатпăр

Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономийĕ, республикăри Халăхсен туслăх çурчĕ патшалăх бюджет учрежденийĕ тата Ĕпхÿ хулинчи Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкулĕ йĕркеленипе ноябрь уйăхĕнче йăлана кĕнĕ X Регионсем хушшинчи «Салам - 2020» чăваш юррипе ташшин фестивалĕ иртет.

Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономийĕ, республикăри Халăхсен туслăх çурчĕ патшалăх бюджет учрежденийĕ тата Ĕпхÿ хулинчи Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкулĕ йĕркеленипе ноябрь уйăхĕнче йăлана кĕнĕ X Регионсем хушшинчи «Салам - 2020» чăваш юррипе ташшин фестивалĕ иртет.
«Салам - 2020» фестивале Пушкăртстан Республикинчи тата Раççей Федерацийĕн ытти субьекчĕсенчи вокал, фольклор, ташă, инструментпа калакан пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм сцена çине тухакансене йыхравлаççĕ. Участниксен ÿсĕмĕ - 14 çултан пуçласа аслăрах çултисем. Кашни коллективра 15 çынран ытла пулмалла мар. Фестиваль сакăр номинаципе иртет: чăваш фольклор юррине ушкăнпа юрласси; чăваш эстрада юррине ушкăнпа юрласси; ушкăнпа ташă ташласси; ушкăнпа музыка инструменчĕпе каласси; чăваш фольклор юррине пĕччен юрласси; чăваш эстрада юррине пĕччен юрласси; пĕччен ташă ташласси; пĕччен музыка инструменчĕпе каласси.
Кăшăлвируспа çыхăннă кăткăс лару-тăрăва пула «Салам» фестиваль те ытти нумай мероприяти пекех дистанци мелĕпе иртет. Видео формачĕ: DVD, MPEG4. Видеорлик 720x480 (12:8см), видеоролик 2-5 минут пымалла. Видеороликра ăна хатĕрленĕ автор тата учреждени ячĕ пулмалла.
Мероприятие хутшăнас текенсем заявкăсемпе видеороликсене ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕччен [email protected] адрес çине ярса памалла. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8-917-715-59-03, 8-967-454-13-03. Фестиваль координаторĕ - П.В. Чубенко, тел. 8-967-454-13-03, В.В. Гильдеева, тел. 8-919-617-03-92.
Анастасия ВАСИЛЬЕВА, фестиваль режиссерĕ.
Читайте нас: