Раççей Президенчĕ Владимир Путин тупăшран илекен налог виçине 13 процентран 15 процента çитерессине çирĕплетекен саккуна алă пуснă. Документа тунти кун право информацийĕн официаллă порталĕнче пичетлесе кăларнă.
Астутаратпăр‚ налог законĕнчи çĕнĕлĕх çулталăкри тупăш 5 млн ытла тенкĕрен иртекенсене пырса тивет. Унăн тĕп тĕллевĕ - йывăр тата вăраха кайнă чирсемпе чирлекен ачасене сиплеме хушма укçа-тенкĕ çăлкуçĕ йĕркелесси.
ТАСС шутласа панă тăрăх‚ налог виçине ÿстерни 2021 çулта - 60‚ 2022 çулта - 64‚ 2023 çулта 8‚5 млрд тенкĕ хушма налог пухма май парĕ. Çак укçа-тенке федераллă бюджет проектне йĕркеленĕ май‚ 2021 тата 2022-2023 çулсенчи «Сывлăх сыхлава аталантарасси» патшалăх программин план тапхăрне хатĕрленĕ чух запаса хывнă.
Саккунта уйрăм çын пурлăхне е пурлăхри пайне сутсан‚ парнеленĕ пурлăхăн хакĕпе танлашакан тупăш пулсан‚ налог хурăнакан тупăшран (страхлав договорĕсем тăрăх илнĕ страхлав тата пенсипе тивĕçтерекен тÿлевĕсем) 13% налог виçи сыхланса юлнине те палăртнă. Унта хаклă документсем çеç кĕмеççĕ.