Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Ноябрӗн 2020, 14:29

Хăватлă Пушкăртстан экспорт географине анлăлатнă

Пушкăртстан çулталăк пуçланнăранпа чĕр тавар мар тата энергетикăна кĕмен экспорт географине тепĕр 10 çĕршывра ÿстернĕ тесе пĕлтернĕ регионти Экономика аталанăвĕпе инвестици политикин министерствинче.

Пушкăртстан çулталăк пуçланнăранпа чĕр тавар мар тата энергетикăна кĕмен экспорт географине тепĕр 10 çĕршывра ÿстернĕ тесе пĕлтернĕ регионти Экономика аталанăвĕпе инвестици политикин министерствинче.
Республика чĕр тавар мар, энергетикăна кĕмен таварсемпе Гондурас‚ Уругвай‚ Гватемала‚ Эквадор‚ Мьянма‚ Шри-Ланка‚ Сири‚ Иордани‚ Марокко тата Венесуэла çĕршывĕсене тивĕçтерме пуçланă.
Чĕр тавар мар экспорт географине анлăлатасси «Тĕнче шайĕнчи коопераци тата экспорт» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать.
- Пушкăртстан тĕнче шайĕнче нефтьпе руда кăна мар‚ республика территорийĕнче туса кăларакан ытти паха таварсене сутни те пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран‚ кăçал хĕвел çаврăнăш çăвĕн экспорчĕ 25 млн доллартан 41 миллиона çитнĕ. Кăшăлвирус пандемине пăхмасăр Пушкăртстан çĕнĕ суту-илÿ рынокĕсене тухма пултарнă‚ - тенĕ республика правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ‚ экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов.
Çĕршывсенчи партнерсен шучĕ ÿснисĕр пуçне кăçал Пушкăртстан чикĕ леш енне çĕнĕ таварсем ăсатма тытăннă. Вĕсен шутĕнче - ятарлă йывăçсенчен çилĕмпе çыпăçтарса тунă фанера. Унăн экспорт калăпăшĕ 4‚671 млн долларпа танлашнă. Унсăр пуçне республика кумолăна (2‚737 млн доллар)‚ бутилен тата унăн изомерĕсене (1‚143 млн доллар)‚ сахал эрук кислотиллĕ рапса (495 пин доллар), электричествосăр ĕçлекен промышленность кăмакисене (380 пин доллар) экспорта ярассине ÿстернĕ.
- 2020 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче чĕр тавар мар, энергетикăна кĕмен экспорт калăпăшĕ 60% çитнĕ (урăхла каласан 1‚272 млрд долларпа танлашнă). Çакăн пек кăтартусене экспортерсене пулăшу мерисем панипе тума май килчĕ. Анчах çакна та палăртса хăвармалла‚ 2020 çулта тулашри суту-илÿ çаврăнăшне пысăк мар кăтартусемпе вĕçлĕпĕр. Мĕншĕн тесен пандеми мĕнпур çĕршывсен хушшинчи çыхăнăва пысăк витĕм кÿчĕ‚ - пĕлтернĕ Пушкăртстанри Тулашри экономика çыхăнăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пуçлăхĕ Маргарита Болычева.
Пĕтĕмĕшле 2020 çулхи тăхăр уйăх хушшинче пушкăрт экспорчĕн калăпăшĕ 2‚172 млрд долларпа танлашнă. Республикăн ют çĕршывсенчи тĕп партнерĕсем Китай‚ Латви‚ Казахстан‚ Мальта тата Нидерланд патшалăхĕсем шутланаççĕ.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх, ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне‚ Пушкăртстанăн агропромышленность комплексĕн продукцийĕн экспорчĕ 115‚9 млн доллара çитнĕ. Иртнĕ çулхи кăтартусемпе танлаштарсан çакă 40 млн доллар нумайрах.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: