«Пелепей» социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе аталанакан территоринче (ТОСЭР) хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕ аш-какайран продукци тăвакан комбинат пулĕ. Инвестицин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 10 млрд тенке яхăн, асăннă проект çак куна чи пысăккисен шутне кĕрет. «Таврос» компани сысна комплексĕнче ÿстернĕ аш-какая предприятинче ĕçлесе тума палăртать. Комбинатра деликатес ушкăнне кĕрекен кăлпасси изделийĕсене тăвасшăн.
Çулталăкне 1 млн пуç сыснана пусма, шăмăран уйăрнă какая (обвалка) çулталăкне 92 пин тонна туса илме палăртаççĕ.
Пелепей районне ĕçлĕ çулçÿревпе килнĕ Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров строительство площадкине курса кайнă. Пушкăрт аш-какай компанин генераллă директорĕ Ринат Зайнуллин предприятин пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 70 пин тăваткал метр пулассине пĕлтернĕ.
- Палăртнă пек предприятинче пурĕ 1200 ĕç вырăнĕ уçăлĕ. Пĕрремĕш тапхăрта кăлпасси тумалли цехсем уçмастпăр-ха. Компани проектпа тĕпчев, вăхăтлăха электричествăпа, çул-йĕрпе тивĕçтерекен тата строительство вырăнне хатĕрлемелли ĕçсене 100 млн тенкĕ уйăрнă та ĕнтĕ, - каласа панă Ринат Зайнуллин.
9,8 млрд тенкĕрен тăракан инвестици калăпăшĕнчен 1,5 млрд тенки Пушкăртстанри Регион фондĕнчен, 8,1 млрд тенкĕ Раççей банкĕсенчен, 1 млрд тенке яхăн Монохуласене аталантармалли фондран (ФРМ), инфраструктура объекчĕсене укçа-тенкĕ пулăшăвĕ паракан ФРМран 1,6 млрд тенкĕ уйăрнă. Инвестици проектне 2039 çул тĕлне хута яма палăртнă.