Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Ноябрӗн 2020, 14:15

Приютово поселокĕ пĕчĕк хуласемпе ялсен комплекслă аталану программине кĕнĕ

Пушкăртстан Правительстви 2024 çулччен тăсăлакан Приютово поселокĕн комплекслă аталану программине хатĕрленĕ. Çакăн çинчен Радий Хабиров поселокăн çыннисемпе тĕл пулнă чух пĕлтернĕ.

Пушкăртстан Правительстви 2024 çулччен тăсăлакан Приютово поселокĕн комплекслă аталану программине хатĕрленĕ. Çакăн çинчен Радий Хабиров поселокăн çыннисемпе тĕл пулнă чух пĕлтернĕ.
- Хамăр хуласемпе ялсем валли эпир пултаруллă хевте, аталану хăвачĕ паракан программăсем хатĕрлерĕмĕр. Приютово тĕрлĕ вăхăтсене тÿссе ирттернĕ. Хăçан-тăр вăл нефтяниксен поселокĕ пулнă. Халĕ те çынсемшĕн кунта ĕçлемелли вырăнсем пур. Пелепей хулине аталанма чылай пулăшатпăр, пысăк предприятисем хăпартма пуçларăмăр. Приютово поселокне аталантарас тесе те 3 млрд тенкĕлĕх программа йышăнтăмăр. Хула хутлăхне хăтлăх кĕртес терĕмĕр. Çавăнпа та картишсемпе парксенчен пуçларăмăр. Çитес çул медицина енĕпе ĕçлĕпĕр, сирĕн пульницăра юсав ĕçĕсем ирттерĕпĕр, - пĕлтернĕ регион пуçлăхĕ.
Республика ертÿçи Приютово шкулĕнче стоматологи кабинечĕ йĕркелеме хушу панă. Пелепей район пуçлăхĕн Азат Сахабиевăн сăмахĕсем тăрăх, хальлĕхе стоматологи кабинечĕ Пушкăрт гимнази интернатĕнче çеç ĕçлет-ха.
Вырăнта пурăнакансем республикăри пĕр-пĕр çăмăл промышленность предприятин филиалĕ поселокра пуласса ĕмĕтленнине пĕлтернĕ. Радий Хабиров çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвас ыйту Приютово поселокне аталантармалли программа тăрăх майĕпен пурнăçланассине шантарнă.
Читайте нас: