Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Ноябрӗн 2020, 14:51

Пушкăртстанран икĕ çын медале тивĕçнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнчи 570 номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин социаллă тата экономика сферине аталантарас тата унăн еткерне упраса хăварас тĕлĕшпе çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн тата Чăваш Республики умĕнчи ытти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ Чăваш вырсарни шкул директорне Иван Григорьевич Тарасова тата Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçине Владимир Матвеевич Яковлева «Чăваш автономине 100 çул» медальпе чысланă. Пушкăртстан Республикинчен «Чăваш автономине 100 çул» медале илме кандидатсем тата та ытларах тăратнă пулнă, анчах ятарлă комисси икĕ çынна çеç ирттернĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнчи 570 номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин социаллă тата экономика сферине аталантарас тата унăн еткерне упраса хăварас тĕлĕшпе çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн тата Чăваш Республики умĕнчи ытти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ Чăваш вырсарни шкул директорне Иван Григорьевич Тарасова тата Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçине Владимир Матвеевич Яковлева «Чăваш автономине 100 çул» медальпе чысланă. Пушкăртстан Республикинчен «Чăваш автономине 100 çул» медале илме кандидатсем тата та ытларах тăратнă пулнă, анчах ятарлă комисси икĕ çынна çеç ирттернĕ. Иван Григорьевич Тарасовпа Владимир Матвеевич Яковлева сумлă наградăна тивĕçнĕ ятпа ăшшăн саламласа чăваш халăхĕшĕн малашне те ырă ĕçсем тума хурçă пек çирĕп сывлăх, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр.
Надежда РОДИОНОВА.

Читайте нас: