Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Ноябрӗн 2020, 13:47

Самарăри кассаци сучĕ приговора улшăнусăр хăварнă

Ноябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче Самарăри пĕтĕмĕшле юрисдикцин Ултăмĕш кассаци сучĕ хур курнă Мария Лусникован адвокачĕ тăратнă кассаци çăхавне пăхса тухнă та йышăнăва улшăнусăр хăварнă. Унта 2020 çулхи март уйăхĕн 3-мĕшĕнче йышăннă Ĕпхÿ хулин Октябрьский район сучĕн приговорне тата Нигери студенчĕн Айо Осиа (Осиа Алфаеус Эбитими) 2020 çулхи июнь уйăхĕн 15-мĕшĕнчи ПР Аслă сучĕн аппеляцине хирĕç çăхав килнĕ.

Пĕрремĕш инстанцин сучĕ Нигери гражданинне «пуçтахланни» («самоуправство»), «пусмăрлани» («изнасилование»), «ар çыхăнăвĕллĕ пусахлă ĕçсем» («насильственные действия сексуального характера») статьясемпе айăпланă. Суд унăн киревсĕр ĕçне йывăр преступлени ушкăнĕнчен вăтам йывăрăшлă преступлени ушкăнне куçарнă, колони-поселенинче 2 çул та 4 уйăх ирттерме йышăннă. Африка çынни следстви изоляторĕнче (СИЗОра) çулталăк та икĕ уйăх ирттернине шута илсе (унта ирттернĕ вăхăта икĕллĕ виçепе шутлаççĕ) айăпланакана суд залĕнчех ирĕке кăларнă.
Маларах информаци çăлкуçĕсенче 24 çулхи Айо Осиана проституци ĕçĕпе пурăнакан 41 çулхи Ĕпхÿ хĕрарăмне пусмăрланă тата хурахла ĕçсем тунă тесе айăплани çинчен çырнăччĕ. Следстви даннăйĕсем тăрăх, 2018 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче çамрăк арçын хĕрарăм патне клиент пек килнĕ. Вăл çĕçĕпе хăратса хĕрарăма хĕненĕ тата пусмăрланă. Çавăн пекех 34 пин тенкĕ укçине, тăватă мобильлĕ телефонĕпе планшетне илсе кайнă. Хур курнă хĕрарăм пулăшу ыйтса полицине килнĕ. Айо Осиана Ĕпхÿри хăна çуртĕнче (хостел) тытса чарнă. Арçын хăйĕн айăпне йышăнман.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: