Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Ноябрӗн 2020, 14:47

Тивĕçлине - тивĕçлĕ награда

Шупашкар хулинчен Пелепее черетлĕ ырă хыпар килсе çитрĕ. Мĕнпур чăвашсен обществăпа культура центрĕн Президиумĕ хăйĕн 2020 çулхи ноябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе пирĕн ентеше, паллă чăваш çыравçине Рудольф Матвеевич Павлов-Илькелрине «Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ деятелĕ» («Заслуженный деятель чувашской национальной культуры») хисеплĕ ят панă.

Паянхи лăпкă мар саманара, кăшăлвируса пула, асăннă наградăн 106№ дипломне почтăпа янă. Илемлĕ медальне те почта урлă çитерме шантарнă. Диплома Мĕнпур чăвашсен обществăпа культура центрĕн председателĕ, паллă академик, Герой «Святой Руси» Михаил Николаевич Юхма халăх писателĕ алă пусса çирĕплетнĕ. Эпир Рудольф Матвеевича çак наградăна илнĕ ятпа хĕрÿллĕн саламлатпăр!
Сăмах май каласан, Рудольф Павлов-Илькелри пирĕн вулакансемшĕн çĕнĕ ят мар. Вăл çак хисеплĕ ята тивĕçлипех тивĕçнĕ. Эпир унăн чăвашла тата вырăсла çырнă ĕçĕсемпе, кун çути курнă 30 ытла кĕнекипе мăнаçланатпăр. Ăна ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр. Чăваш чĕлхипе культурине аталантарма тăрăшса ĕçленĕшĕн тав тăватпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: