Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Ноябрӗн 2020, 14:53

«Ученăйсемпе писательсен аллейишĕн» сасăлăр

Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ Пушкăрт сода компанийĕ «Çтерлĕ хули - пирĕн пĕрлĕхлĕ çурт» йĕркеленĕ акцие хутшăннă май Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕн территорийĕнче «Ученăйсемпе писательсен аллейине» тума сĕнет.

Аллейăра пурнăçĕсем Çтерлĕ хулипе çыхăннă паллă ăсчахсемпе çыравçăсен - Сергей Аксаковăн, Мусаметсалим Уметбаевăн, Галимжан Ибрагимовăн, Константин Ивановăн - бюсчĕсене, ларса канма саксем вырнаçтарĕç. Территори тăршшĕпе ем-ешĕл газон пулĕ.
Шутласа пăхăр-ха хăвăрах, пирĕн хулара уçăлса çÿремелли тĕлĕнмелле илемлĕ вырăн пулать. Кунта çемьепе канма та, вăхăта усăллă та кăмăллă ирттерме те, газон çинче пикниксем йĕркелеме те, уçă сывлăшра кĕнекесем вулама та, сăн ÿкерчĕксем тума та, ахаль уçăлса çÿреме те пулать. Çтерлĕ хулинче çакăн пек илемлĕ кĕтес пултăр тесен «Ученăйсемпе çыравçăсен аллейи» проектшăн сасăлăр. Ун валли https://стерлитамакнашобщийдом.рф/projects2020/patrioticheskoe-vospitanie/project22 ссылка урлă иртмелле те «голосовать» тени, унтан «введи свой номер телефона», «введи код подтверждения» текен йĕркесем çине пусмалла. Акă, эсир Çтерлĕ хулине аталантарас тĕлĕшпе хăвăр тÿпĕре хыврăр та.
Сасăлав ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать.
Оксана ФЕДОРОВА,
Çтерлĕ хулинчи ЧНКА ертÿçин çумĕ.
Читайте нас: