Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Ноябрӗн 2020, 14:40

19 пин çын çутăсăр тăрса юлнă

Ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Бурзян районĕнче авари пулса иртнипе çутă пама пăрахнă.

Ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Бурзян районĕнче авари пулса иртнипе çутă пама пăрахнă. ПР Инкеклĕ ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ ВЛ-110 кВ пысăк вольтлă лини çине йывăç ÿкнипе пăтăрмах сиксе тухнă.
- Бурзян районĕнчи 30 яла тата Белорецк тăрăхĕнчи 20-не вăхăтлăха çутă пама пăрахнă. Вĕсенче пĕтĕмĕшле 19 пин çын пурăнать‚ - тенĕ ведомствăра.
Пăтăрмах тухнă вырăна районсенчи электросетьсенче ĕçлекен ултă авари бригади килсе çитнĕ. Тăватă сехетрен мĕнпур ĕçсене вĕçленĕ‚ çынсене çутăпа тивĕçтернĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: