Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Ноябрӗн 2020, 19:05

Чекмагушра çывăх вăхăтра кинозал уçăлĕ

Чекмагуш кинозал йĕркелеме 5 млн тенкĕлĕх федераллă грант çĕнсе илнĕ.

Чекмагуш кинозал йĕркелеме 5 млн тенкĕлĕх федераллă грант çĕнсе илнĕ. Оборудованисемпе 100 креслăна Ача-пăча пултарулăхĕн центрĕн çуртĕнче выранаçтарнă тесе пĕлтернĕ муниципалитетра. Декабрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче çĕнĕ кинозалта тест тĕрĕслевне ирттерме‚ 17-мĕшĕнче ăна чаплă лару-тăрура уçма палăртнă.
- Репертаурта наци‚ паянхи кун тата совет самани вăхăтĕнчи‚ ача-пăча фильмĕсем пулĕç. Кинотеатра уçассине район çыннисем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вăл район центрĕшĕн кăна ĕçлемĕ‚ ытти ял-саласенче пурăнакансене те хапăл туса йышăнĕ. Кинотеатрăн кивĕ çуртĕнче пушă вăхăта пахалăхлă йĕркелеме май çук. Унта халĕ çитĕнĕкен ăрăва патриотла воспитани паракан район музейĕ вырнаçнă‚ - тенĕ район администрацинче.
2019 çулта федераллă грант укçи-тенкипе Пушкăртстанра 10 кинозал çĕнетнĕ. Кăçал грантсене Давлекан хули (икĕ зал)‚ Иглинпа Раевка‚ Чекмагушпа Çтерлĕпуç районĕсем çĕнсе илнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: