Пушкăртстанри Патшалăх ĕç инспекцийĕ «BEXA» строительство компанийĕнче сарăмсăр инкек пулнă пирки тĕпчев пуçарса янă. Ведомствăн даннăйĕсем тăрăх‚ инкек ноябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи Ленин районĕнче нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртăн строительство объектĕнче пулса иртнĕ.
- Стенан хушма конструкцине монтаж тунă чухне 27 çулхи платник 50 метр çÿллĕшрен персе аннă. Йывăр суранланнă пирки арçыннăн вырăнтах чĕри тапма чарăннă‚ – тенĕ ПР Патшалăх ĕç инспекцийĕ.
Ĕçлеве сыхлакан инспекторсем пулса иртнин сăлтавĕпе лару-тăрăвне уçăмлатас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.