Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Ноябрӗн 2020, 18:20

Купăсçă талăкне 175 пин тенкĕ пухнă

Юрий Иванов «Тополя» сÿту-илÿ çурчĕ умĕнче 10 çул хушши купăс каласа рекорд тунă. Пĕр талăк хушшинче мучи 175 пин ытла тенкĕ пухнă.

Юрий Иванов «Тополя» сÿту-илÿ çурчĕ умĕнче 10 çул хушши купăс каласа рекорд тунă. Пĕр талăк хушшинче мучи 175 пин ытла тенкĕ пухнă. Халĕ те ырă чунлă çынсем унăн уйрăм счечĕ çине укçа-тенкĕ куçараççĕ. Пĕтĕмĕшле купăсçăн картти çинче 200 пине яхăн тенкĕ пухăннă.
- Телефон укçа çитнине пĕлтерекен смс-хыпарсем йышлă килнипе «çурăлать». Кольцевой урамĕнче вырнаçнă ача çурчĕ валли телевизор заказ турăм. Илме каятăп. Пĕр 50 пин тенкĕ тăкакланĕ‚ – тенĕ Юрий Иванов. – Унсăр пуçне икĕ ача çурчĕ валли велосипедсем‚ сĕтел çинче вылямалли вăйăсем тата пепкесен çурчĕ валли памперссемпе харпăр гигиена хатĕрĕсем туянма палăртатăп.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: