Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Ноябрӗн 2020, 19:55

Октябрьский çывăхĕнче çул хĕрринчи комплекс тума палăртнă

Октябрьский хули çывăхĕнче 2025 çул тĕлне, М-5 «Урал» автомобиль çулĕ çинче, çул-йĕр комплексĕ туса пĕтермелле. Инвестици проекчĕн калăпăше 50 млн тенкĕпе танлашать тесе пĕлтернĕ ПР Экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министерствинче.

Çул хĕрринчи комплексра автосервис, кафе, автомобильсене лартма ятарлă лапам тата фурăсем валли икĕ магазин пулмалла. Хальхи вăхăтра кунта строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Ăна вĕçлеме çĕр лаптăкне арендăна илни çинчен калакан килĕшĕве малалла тăсмалла.
Ведомствăра пĕлтернĕ тăрăх, инвесторпа ĕçлемелли çивĕч ыйтусене татса панă. Инвестор инженери тата транспорт инфраструктурине тунă çĕрте патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарать тенĕ министерствăра.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: