Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем сентябрь-ноябрь уйăхĕсенче ют çĕршывсене 1,8 пин тонна çĕр улми сутнă. Чи нумайи тавара Казахстана, Кăркăстана тата Туркменине ăсатнă. Çавăн пекех 1 пин тоннине Раççейри ытти регионсене илсе çитернĕ. Сăмахран, Пушкăртстан çĕр улмине унăн пахалăхне шута илсе Краснодар крайĕнче, Ханты-Мансийск автономи округĕнче тата Тутарстанра кăмăлтан туянаççĕ тесе пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерствинче.