Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Ноябрӗн 2020, 17:03

Халĕ Йĕкенпуçĕнче чан сасси янрать

Иртнĕ шăмат кун, ноябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче , Раштав типпи пуçланнă кун Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç (Васильевка) ялĕнчи чиркÿ прихутĕнче чан çапмалли вырăна уçрĕç. Тĕрĕсрех каласан пилĕк чан вырнаçтарчĕç. Вĕсем кашниех виçипе те (тăвата килограмран пуçласа вун саккăра çити), калăпăшĕпе те тĕрлĕрен. Пурне те Мускав облаçĕнчи Жуковский хулинчи заводра йĕсрен (латуньрен) туса хатĕрленĕ.

Иртнĕ шăмат кун, ноябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Раштав типпи пуçланнă кун Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç (Васильевка) ялĕнчи чиркÿ прихутĕнче чан çапмалли вырăна уçрĕç. Тĕрĕсрех каласан пилĕк чан вырнаçтарчĕç. Вĕсем кашниех виçипе те (тăвата килограмран пуçласа вун саккăра çити), калăпăшĕпе те тĕрлĕрен. Пурне те Мускав облаçĕнчи Жуковский хулинчи заводра йĕсрен (латуньрен) туса хатĕрленĕ.
Çак кун асăннă мероприятие халалласа кунта Салават тата Кумертау епархийĕн епископĕ Николай Преосвещеннăй кĕлĕ ирттерчĕ, чан çапмалли вырăнпа куполсене сăвапларĕ (освящение). Çавăн пекех вăл чиркĕве тăвас ĕçре пулăшу панă юлташсене Роза (Турă умĕнчи ячĕ Зоя) Андреевана, пĕртăван Владимирпа Олег Андреевсене, Владимир Яковлева Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.
Саванăçлă уява çынсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннăччĕ. Ял халăхĕпе пĕрле йышра Çтерлĕ хулипе Пелепей районĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн хастарĕсене, «Тавах» халăх ансамблĕн пайташĕсене, районти пуçлăхсемпе ертÿçĕсене, Ишимбайри телевидени ĕçченĕсене курма пулчĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: