Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Ноябрӗн 2020, 18:35

Ĕç укçи тÿлемелли парăм 789 млн тенкĕпе танлашнă

Пушкăртстанра ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçи тÿлемен парăм 789 млн тенке çитнĕ. Çакă вăл республикăри 130 организацисенчи 12959 ĕçлекен çынна тÿлесе татман укçа-тенкĕ виçи пулать тесе пĕлтерет регионти Ĕç министерстви. Вĕсенчен 61 проценчĕ банкрота тухнă предприятисемпе çыхăннă, 7,6 проценчĕ хуçалăх ĕçне пачах та илсе пыманнисемпе. Тепĕр пайĕ (31 проценчĕ) экономикăра хастар ĕçлекен организацисемех пулса тăраççĕ.

Апрель уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак парăм 93 организацинче 10596 ĕçчен умĕнче пулнă. Парăм виçи 726 млн тенкĕ ытлапа танлашнă. Вĕсенчен 73 проценчĕ банкрот-предприятисене пырса тивнĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа ĕç укçипе çыхăннă парăма 366,5 млн тенкĕ парса татма пултарнă.
Росстат пĕлтернĕ тăрăх, ĕç укçи тÿлессипе çыхăннă парăм Пушкăртстанри пысăк тата вăтам компанисенче, çав вăхăт тĕлне, 46, 3 млн тенке çитнĕ. Парăмсем пуçтарăннин тĕп сăлтавĕ предприятисен хăйсен укçа-тенкĕ пачах та пулманни шутланать.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: