Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Ноябрӗн 2020, 14:35

Инкеклĕ ĕçсен министерствин ĕçченĕ сунар вăхăтĕнче вилнĕ

Мелеузри районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ Куюргазă районĕнчи 62 çулхи арçын тĕлĕшĕпе «асăрхамасăр вĕлернĕ» статьяпа уголовлă ĕç пуçарса янă.

Мелеузри районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ Куюргазă районĕнчи 62 çулхи арçын тĕлĕшĕпе «асăрхамасăр вĕлернĕ» статьяпа уголовлă ĕç пуçарса янă. Следстви ăнлантарса панă тăрăх‚ ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче кăнтăрла пилĕк арçын Куюргазă районĕнчи Красный Восток ялĕ çывăхĕнчи вăрманта сунарта пулнă. Сунарçăсенчен пĕри чупса иртекен пăшие курнă. Çумра çын пуррипе çуккине асăрхамасăр хăйĕн карабинĕнчен пенĕ. Анчах пĕр пули 39 çулхи сунарçăн кăкăрне лекнĕ. Ун хыççăн арçынсем инкек курнă çынна автомобильпе больницăна илсе çитернĕ. Унта медицина ĕçченĕсем арçын чĕри тапма чарăннине çирĕплетнĕ.
- Следовательсем инкек пулса иртнĕ вырăна пăхса тухнă‚ кирлĕ эксперт тĕпчевĕсем ирттерме палăртнă‚ айăпланаканпа курнă çынсене ыйтса тĕпчеççĕ. Айăпланакан тĕлĕшпе ытти ял-хуласене кайса çÿреме чару мери йышăннă‚ – тенĕ Пушкăртстанри следстви комитечĕн пресс-службинче.
Ермолаево ялĕнче çуралса ÿснĕ 62 çулхи арçын фирма ертÿçи пулса ĕçлет. Вăл регистрациленĕ сунар карабинĕнчен тăхăр хут пенĕ. Пĕр пули юлташне лекнĕ. Сунарçă-арçынсем çемйисемпе туслă пулнă. Инкек вăхăтĕнче вилекен пăшие танатана илĕртсе кĕртни паллă.
Пушкăртстанри Инкеклĕ ĕçсен министерствинче те хăйсен ĕçтешĕ вилни пирки ăнлантарса панă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: