Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Ноябрӗн 2020, 19:25

Килти пусмăра лекнĕ хĕрарăмсене - хĕрÿ лини

Пушкăртстанра паянхи кунтан килти пусмăра лекнĕ хĕрарăмсене пулăшас тĕллевпе хĕрÿ лини уçнă. Ирхи 11 сехетрен пуçласа кăнтăрлахи 14 сехетчен шăнкăравлакансене республикăри «Çемье» ресурс центрĕн тата «Муххабат» кризис центрĕн сумлă психологĕсем итлесе кирлĕ канашсем парĕç.

- Пур шăнкăрав та анонимлă та тÿлевсĕр, - пĕлтернĕ хĕру линие йĕркелекенсем. - Пулăшу ыйтма вăтанма та, хăрама та кирлĕ мар.
Специалистсем килти пусмăрăн тĕсĕсемпе паллисем, çемьери пусмăра хирĕç профилактика ирттересси, çемьери хирÿçĕсем вăхăтĕнче хÿтĕленмелли мелсем çинчен каласа парĕç. Килти пусмăртан инкек курнисене психологи пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çывăх çынсене епле пулăшу памаллине вĕрентĕç, килти пусмăртан инкек куракан хĕрарăмсене право хÿтĕлевĕ парасси çинчен каласа ăнлантарĕç.
Ыйтусене 8-800-347-5000 номерпе йышăнаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: