Çитес çул Раççей пенсионерĕсен хушма тупăшĕ пуррипе çуккине тĕрĕслĕç. Çавăн пекех «çурçĕршĕн» хушма тÿлев илекенсем ăçта кун кунланине тата урăх çĕршывсенче пурăнакан Раççей пенсионерĕсене тĕрĕслĕç. Çакăн çинчен «Прайм» агентство пĕлтернĕ.
Г. В. Плеханов ячĕллĕ Раççей экономика университечĕн «Этем капиталĕн аталанăвĕ» («Развитие человеческого капитала») РФ Суту-илÿпе промышленность тĕп кафедрин доценчĕ Людмила Иванова-Швец каланă тăрăх, асăннă çĕнĕлĕх пенси системине ырă витĕм кÿме тата тÿлевсен саккунлăхне йĕркелеме тивĕç.
2021 çулта чи малтан тивĕçлĕ канури çынсен хушма тупăшĕ пуррипе çуккине тĕрĕслĕç. Асăннă тĕрĕслеве Федераллă налук служби, Раççей пенси фончĕ е социаллă хÿтлĕх органĕсем йĕркелеме пултараççĕ. Ватă çынсен нихăçта та çÿремелле пулмĕ.
Çурçĕрти регионсенчи пысăк пенси илекенсен тата шантару хучĕпе (доверенность) тÿлевсене илсе тăракансен пурăннă вырăнĕсене тĕрĕслĕç. Ун пек чух тивĕçлĕ канури çыннăн даннăйсене çирĕплетме Пенси фондне хăй тухмалла.
Пулас тĕрĕслевсем Раççей пенси фончĕ уйăрнă тÿлеве илекен ют çĕршывсенче пурăнакансене пырса тивĕç. Вĕсен çулталăкне пĕр хутчен Раççей консульствине хăйсем сывă иккенне пĕлтерсе тăмалла.
«Чăн та, пенси системи, ун йĕркипе тÿлевĕсем хăш чухне граждансемшĕн тĕрĕс те ăнланмалла мар килсе тухаççĕ. Пĕрисен тĕрĕслĕх шыраса пенси фондне чылай çÿреме тивет, теприсем ытлашши укçана те пĕлсе, те пĕлмесĕрех илсе пурăнаççĕ, - палăртнă Людмила Иванова-Швец. Паллах, тĕрĕслев хыççăн хушма тÿлеве тивĕçлисем тупăнĕç, укçа-тенке саккунсăр илсе тăракансен тупăша каялла тавăрса пама тивĕ. Çапах та ун хыççăн пенси тÿлевĕсем пирки сиксе тухакан ыйтусемпе унпа кăмăлсăррисем сахалрах пулĕç.