Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Ноябрӗн 2020, 18:20

Йышлă çул-йĕр инкекĕ

Ноябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче Пушкăртстанри Туймазă районĕн трасси çинче пĕр харăс пилĕк çăмăл машина çапăннă. Республикăри Патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 29 çулхи «Форд Фокус» хуçи ВАЗ-2112 автомобиль çине пырса тăрăннă.

Ноябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче Пушкăртстанри Туймазă районĕн трасси çинче пĕр харăс пилĕк çăмăл машина çапăннă. Республикăри Патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 29 çулхи «Форд Фокус» хуçи ВАЗ-2112 автомобиль çине пырса тăрăннă. Ун хыççăн иномарка çула ункай пыракан «Шкода Октави» çине кĕрсе кайнă. Юлашки вара «Калина» тата «Рено» автобильсене «хуса çитнĕ».
Çул çинчи пăтăрмахра ВАЗ-2112 автомобиль водителĕ тата ун пассажирĕ хур курнă. Вĕсене иккĕшне те çывăхри пульницăна çитернĕ.
Пурĕ талăк хушшинче регионти полици çул-йĕр çинчи ултă инкеке тупса палăртнă. Вĕсенче 10 çын хур курнă.
Читайте нас: