Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Декабрӗн 2020, 14:00

523 çынран ашшĕ-амăш правине туртса илнĕ

Пушкăртстанра 2019 çулта 681 ача тĕлĕшĕпе 523 çынран ашшĕ-амăш правине туртса илнĕ. 536 ача вара ашшĕн те‚ амăшĕн те е пĕртен-пĕр çывăх çыннин хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă. Çак хыпара Çемье‚ ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерствинче пĕлтернĕ.

288 çынна ашшĕ-амăш тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламаншăн‚ çав шутра алимент тÿлеменшĕн ашшĕ-амăш правинчен хăтарнă. 112-шĕ ашшĕ-амăш тивĕçĕсене пăснă. Эрехпе тата наркотикпа ашкăнакан 61 çын ашшĕ-амăш прависĕр тăрса юлнă. Вăтăрăшĕ вара пĕр сăлтавсăрах хăйсен ачисене роддомран‚ ача çуратмалли уйрăмран е сиплев‚ воспитани тата социаллă хÿтĕлев паракан учрежденисенчен илме хирĕç пулнă.
Сакăр çынран ачан правине хĕсĕрленĕшĕн‚ çав шутра кăмăл-ирĕкне пусахланăшăн ашшĕ-амăш правине туртса илнĕ.
Кăçал 154 ача тĕлĕшпе 124 çынна ашшĕ-амăш правинчен хăтарнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: