Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Декабрӗн 2020, 19:35

Подъездсене юсамалли программăна 99‚8% пурнăçланă

Пушкăртстанра 2020 çулта подъездсене юсамалли программăна 99‚8% пурнăçланă тесе пĕлтернĕ çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Борис Беляев правительствăра иртнĕ канашлура. Палăртнă 699 нумай хваттерлĕ çуртри 2 185 подъездран 2 180-не юсанă.

Юсав ĕçĕсем ирттерме 708 млн тенкĕ (637 млн тенкине республика‚ 71 млн тенкине федераллă бюджетран) уйăрнă.
Подрядчиксем ĕçсене март уйăхĕн 23-мĕшĕнче пуçланă. Анчах март уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕсене самоизоляци режимне пула чарнă. Кăçал программăна ултă уйăх хушшинче пурнăçа кĕртнĕ пулсан‚ пĕлтĕр 14 уйăх кирлĕ пулнă тесе палăртнă вице-премьер.
Подъездсене юсама 5 тĕп подрядчик тата 60 ытла субподрядчик явăçтарнă. Ытларах вĕсен шутĕнче вырăнти управляющи компанисем‚ уйрăм организацисем тата строительство фирмисем пулнă.
2020 çулта тумалли ĕçсен шутне подъезда кĕмелли çĕрте пандуссемпе карлăксем тăвассине те кĕртнĕ. Вĕсене инвалид урапипе çÿрекенсем пурăнакан çуртсенче вырнаçтарнă. Сăмахран‚ Ĕпхÿ хулинче виçĕ‚ Агидельте икĕ‚ Октябрьскинче тăватă‚ Çтерлĕре тата Пелепейпе Бирск районĕсенче пĕршер подъезда асăннă оборудованисемпе тивĕçтернĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: