Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Декабрӗн 2020, 19:30

«Сĕт кухни» тăлăх ачасемшĕн тÿлевсĕр пулĕ

Пушкăртстанри тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасем виçĕ çул тултариччен «Сĕт кухнин» продукцине тÿлевсĕр илсе тăма пултарĕç. Тивĕçлĕ улшăнусене республика правительствин постановленине кĕртнĕ.

Пушкăртстанри тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасем виçĕ çул тултариччен «Сĕт кухнин» продукцине тÿлевсĕр илсе тăма пултарĕç. Тивĕçлĕ улшăнусене республика правительствин постановленине кĕртнĕ.
Чăн-чăн паха сĕт продукцийĕпе сахал тупăшлă ачасене çеç мар, опекăна илнисене те тивĕçтерсен питĕ аван пулĕччĕ, - палăртнă ПР суту-илÿ тата пулăшу ĕçĕсен министрĕ Алексей Гусев. – Опекăна илнĕ çемьери çын пуçне тухакан вăтам тупăша ку чухне шута илмĕç.
Тÿлевсĕр апат-çимĕç илес тесен заявлени çырмалла тата «Сĕт кухни» ПР Патшалăх автономлă учрежденипе килĕшÿ туса алă пусмалла. Ку ĕçе продукцие салатакан пунктра тума пулать. Хутсене тĕрĕс çырса панă пулсан 20 ĕç кунĕ хушшинче телефонпа шăнкăравласа е пĕлтерÿ çырса (смс) апат-çимĕç илсе тăма пултарни çинчен пĕлтерĕç.
Килĕшÿ тума çак хутсем кирлĕ:
  1. Медицина кăтартăвĕсем тăрăх çуралнă ачана пĕрремĕш пурнăç çулĕнче епле апатлантарни (хутăш е искусственнăй майпа). Асăннă справкăна педиатр парать.
  2. Ача усрама илнĕ ашшĕн е амăшĕн Опекăпа попечительство органĕн актчĕ тата унăн копийĕ.
  3. Ашшĕ е амăшĕ (саккунлă представителĕ) тата ачи республика территоринче пурăннине çирĕплетекен хут. Документăн срокĕ 30 календарь кунĕнчен кая пулмалла мар.
  4. Ача çуралнин свидетельстви тата унăн копийĕ.
  5. Парăнакан продукцин нормисем сахал тупăшлă çемьесемпе пĕр тан пулĕç. Çуралнăранпа 12 уйăх тултариччен типĕ сĕт хутăшне парĕç. Ултă уйăхран икĕ çул тултариччен – типĕ пăтă. Çур çултан пуçласа 3 çулччен тăпăрч тата 8 уйăхран пуçласа виçĕ çулччен – кефир тата иртерех ÿсĕмри ачасене ĕçтермелли сĕт.
    Апатсене салатакан тулли списокĕпе milkrb.ru сайтра паллашма май пур. Сĕт кухнин продукцине тивĕçес тесен сире 8(347)246-55-01 телефонпа канаш парĕç.
    Сĕт кухнинче туса кăларнă продукцие Пушкăртстанри ялсемпе поселоксенче те туянма пулать.
    Инга АЛЕКСЕЕВА.
    Читайте нас: