Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Декабрӗн 2020, 13:55

ВИЧ-инфекци чирĕсенчен вилекенсен шучĕ тăватă хут ÿснĕ

Декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче - Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли кун. Пушкăртстанра 1987 çултанпа ВИЧ-инфекцийĕпе чирлекен 35‚5 пин тĕслĕхе тупса палăртнă. 2020 çулхи сентябрь уйăхĕн вĕçĕ тĕлне регионта çак диагнозпа 24‚4 пин çын пурăннине шута илнĕ.

Республикăра тăхăр çул хушшинче ВИЧран вилекенсен шучĕ тăватă хут ÿсни паллă. Пушкăртстан статистикин информацийĕ тăрăх‚ 2010 çулта ВИЧ-инфекцийĕнчен вилекенсен шучĕ 100 пин çын пуçне 3‚8 тĕслĕхпе танлашнă‚ 2019 çулта - 15‚7. Асăннă сăлтава пула чĕрисем тапма чарăннă хĕрарăмсемпе арçынсен вăтам ÿсĕмĕ - 40-41 çул.
Регионти Роспотребнадзор управленийĕн даннăйĕсем тăрăх‚ 2020 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче Пушкăртстанра ВИЧ-инфекцийĕ пуçаракан 1343 тĕслĕхе регистрациленĕ. Çакă иртнĕ çулхи кăтартусемпе танлаштарсан‚ 1‚5% сахалрах.
Кăçалхи тăхăр уйăх хушшинчи чирлекенсен кăтартăвĕ 100 пин çын пуçне 44‚5 тĕслĕхпе (2019 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче - 45) танлашнă.
2019 çулта ВИЧ-инфекци чирĕсенчен 634 çын пурнăçĕ татăлнă: 446 арçын тата 188 хăрарăм. Вилнисен 75% хула çыннисем пулни паллă.
Асăннă чир пысăк хăвăртлăхпа аталанать. Вăл тахçанах хăрушлăх ушкăнĕн чиккинчен тухнă. СПИДпа кĕрешмелли чи витĕмлĕ хатĕр – профилактика.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: