Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Декабрӗн 2020, 13:40

80 çулхи кинемей «Поле чудес» вăййине хутшăннă

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан сакăр вунă çулхи Мария Николаева Пĕрремĕш каналпа кăтартакан «Поле чудес» капитал-шоуна хутшăннă.

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан сакăр вунă çулхи Мария Николаева Пĕрремĕш каналпа кăтартакан «Поле чудес» капитал-шоуна хутшăннă. Вăл федераллă телеканалти программа эфирне ăс-тăн смс-вăййинче çĕнтернипе лекнĕ. Кинемей сĕннĕ заданисене тĕрĕс пурнăçланă. Вăхăт темĕн чухлĕ иртсен телекуравçăпа телешоу редакторĕсем çыхăннă. Вĕсем ăнăçу туса пăхма сĕннĕ тесе пĕлтернĕ Ĕпхÿри мэри пресс-служби.
Мария Николаевна каланă тăрăх‚ ăна «Поле чудес» программăна мĕнле тата ăçта ÿкернине хăйĕн куçĕпе курма‚ экран çинче пулса иртекен пулăмсемпе паллашма çав тери интереслĕ пулнă. Кинемей кăштах хумханнă пулсан та хăйне ирĕклĕ туйма тытăннă. Халăх юратнă проекта хутшăнни Мария Николаевнăра ырă шухăш-туйăм çеç хăварнă.
Асăннă программăна ноябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Останкинăра» ÿкернĕ. Эфира вăл декабрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче тухĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: