Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Декабрӗн 2020, 14:03

Декадника хутшăнма васкăр

«Çырăнтару-2021» кампани пуçланнăранпа виçĕ уйăх иртрĕ. Вулакансем вăл е ку кăларăма çырăнса илме васкамаççĕ-ха. Кунта тĕрлĕ сăлтавсене палăртма пулать. Вĕсенчен пĕри - вунăкунлăха (декадник) кĕтни. Мĕншĕн тесен çак тапхăрта хаçат-журнал хакĕ 10% йÿнерех.

Сăмахран, ытти чухне «Урал сасси» çур çула 498 тенкĕ те 90 пус тăрать пулсан (индексĕ П2754), декадник вăхăтĕнче 436 тенкĕ те 62 пуспа танлашать. Хак уйрăмлăхĕ - 62 тенкĕ. Черетлĕ декадник декабрь уйăхĕн 3-13-мĕшĕсенче иртет.
Çавăн пекех Пелепей хулинче пурăнакансем «Урал сасси» хаçата редакци почти урлă çырăнса илме пултараççĕ. Чăваш кăларăмĕн çур çуллăх хакĕ - 350 тенкĕ, çулталăка - 650. Туссем, эпир сире яланах тарават. Иккĕмĕш çур çулта та пĕрлех пулар, пĕр-пĕринпе çыхăнăва çухатар мар.
«Урал сасси» хаçат редакци.
Читайте нас: