Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Декабрӗн 2020, 19:30

Пушкăртстан аграрийĕсем Росагролизинг урлă техникăна 2020 çулхи хакпа йышăнса юлма пултараççĕ

Кăçал Пушкăртстан «Росагролизинг» АО çăмăллăхлă программăна хастар хутшăннă. Регионти аграрисем техника туянас тĕллевпе 1,8 млрд тенкĕлĕх килĕшÿ тунă. Çакă 2019 çулхинчен виçĕ хут ытларах (547млн тенкĕ). Çитес çул республикăри ял хуçалăх производителĕсен тĕп продукцие туса илессине ÿстерме тĕллев лартнă. Çавна май çĕнĕ техника тата та нумайрах кирлĕ пулать.

Çакна та пĕлтерме кăмăллă, Росагролизинг темиçе поставщикпа пĕрле ятарлă сĕнĕве хута яма шутлать. Компани сайра тĕл пулакан мелпе усă курса çитес 2021 çул валли кăçалхи хакпах туянма техника йышăнса хума сĕнет. Ăна аванс укçи хывмасăрах йышăнса хума пулать.
- Çулталăк йывăр килчĕ, - палăртнă «Росагролизинг» АО директорĕ Павел Косов. – Çав вăхăтрах эпир пурте çĕнĕ условисенче ĕçлемелли сайра тĕл пулакан опыт туянса агропромышленность комплексĕшĕн пĕрлĕх чи пысăк вăй пулнине çирĕплетрĕмĕр. Раççей аграрийĕсем 2021 çулхи çурхи ака ĕçĕсене хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ. Эпир те вĕсемпе пĕрле. Çавăнпа та паян Росагролизинг темиçе теçетке поставщикпа пĕрле ятарлă сĕнĕве хута ярасси çинчен пĕлтерет.
Росагролизинг сĕнĕвĕ Раççейĕн пур регионĕнче те 2020 çулхи декабрь уйăхĕн 1-31-мĕшĕччен пырать. Клиентсем хăйсене интереслентерекен ыйтусен хуравĕсене компани сайтĕнче «Раннее бронирование» пайра тата социаллă сетьсен аккаунчĕсенче тупма пултараççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: