Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Декабрӗн 2020, 19:40

«Пушкăртстан Кроношпанĕ» тухтăрсене пулăшу панă

«Пушăртстан Кроношпанĕ» компани ыркăмăллăх ĕçĕсем тăвассипе çĕнĕ утăмсем тунă. Вăл республикăри «Ал лаппи çинчи телей» («Счастье на ладошке») премие пуçарса ярас ĕçе хутшăнса медицинăри перинатальлĕ тата реабилитаци специалисчĕсене 19 планшет туянса панă.

«Пушăртстан Кроношпанĕ» компани ыркăмăллăх ĕçĕсем тăвассипе çĕнĕ утăмсем тунă. Вăл республикăри «Ал лаппи çинчи телей» («Счастье на ладошке») премие пуçарса ярас ĕçе хутшăнса медицинăри перинатальлĕ тата реабилитаци специалисчĕсене 19 планшет туянса панă.
Ыркăмăллах проекчĕ перинатальлĕ медицина енĕпе йĕркеленĕ республикăри преми тивлечĕпе пурнăçа кĕрет. Ăна СOVID-19 пандеми вăхăтĕнче неонатолог-тухтăрсене тата медицина ĕçченĕсене пулăшас тĕлевпе пуçарса янă. Премине пуçарса яраканĕ тата унпа çыхăннă ĕçсене йĕркелесе пыраканĕ «Хăйне евĕр ачасем» («Особенные дети») ыркăмăллăх фончĕ (Карине Хабирова пулăшнипе) тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти ĕç тăвакан комитечĕ пулса тăрать.
- Эпир «Пушкăртстан Кроношпанĕ» пирĕн пуçарăва ырласа йышăннăшăн питĕ те хавас. Паянхи йывăр та кăткăс лару-тăрура неонатолог-тухтăрсене тата медицина ĕçченĕсене ăшă та таса туйăмсемпе хисеп туни кирлĕ пулăм. Вĕсем çĕрĕн-кунĕн пĕчĕк пепкесене сывă юлма, телейлĕ те сывлăхлă пулма пулăшаççĕ. Çавăнпа та эпир пĕрле йышпа перинатальлĕ медицинăна аталантарма тата пархатарлă Неонатолог профессине çÿллĕ шая çĕклеме пултарасса шанатпăр,- тет фонд директорĕ Файруза Латыпова.
Çак премине перинатальлĕ медицина ĕçченĕсене хĕрарăм йывăрлă пулнине сыхласа хăварас, ренимаци сферинче, тин çуралнă ачана реабилитаци, абилитаци тăвас ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн параççĕ. Шур халатлисене пурĕ 19 номинаципе чыслаççĕ. Номинацири кашни çĕнтерÿçе укçан 50 пин тенкĕ параççĕ. Унсăр пуçне партнерсем парнесемпе савăнтарĕç. Пĕтĕмĕшле призсен фончĕ 950 пин тенкĕпе танлашать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: