Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Декабрӗн 2020, 19:35

Шкул ачисем парта хушшине ларĕç

Декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчен республикăри пур шкулта та куçăн вĕрентĕве хута ярĕç. Çакăн пек йышăнăва паян регионта иртекен оперативлă штаб ларăвĕнче тунă.

Декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчен республикăри пур шкулта та куçăн вĕрентĕве хута ярĕç. Çакăн пек йышăнăва паян регионта иртекен оперативлă штаб ларăвĕнче тунă.
Ачасене шкула тавăрасси республикăра кăшăлвирус чирĕ сарăласси йĕркене кĕрсе пынипе çыхăннă. Аса илтеретпĕр, республикăри шкул ачисем каникул хыççăн тÿрех дистанциллĕ вĕренĕве куçрĕç.
Республика ертÿçи Радий Хабиров Пушкăртстан пуçлăхĕн Тĕрĕслев управленине регионти пур шкулта санитари нормисене пăхăннине тĕрĕслеме хушнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: