Пушкăрстанра çулсерен волонтерсене «Пушкăртстан Республикин доброволецĕ» Хисеп палли памалла тунă. Асăннă йышăнăва Радий Хабиров ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче алă пуснă.
Кăçал пирĕн волонтерсем кăшăлвируспа кĕрешессипе малта пулчĕç. Пушкăртстанри 63 штабран пилĕк пин çын ытла ватă çынсене апат-çимĕç, эмелсем туянма, коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлеме пулăшрĕç, ырă сăмахпа кăмăлĕсене çĕклерĕç.
Бурзян районĕнчи вăрман пушарĕсене сÿнтернĕ чух хăйсем çинче тенĕ пек флягăсемпе шыв йăтрĕç.
Радий Хабиров каланă тăрăх, эпидемиологи лару-тăрăвĕ ирĕк парсан пĕрремĕш награждение çывăхри уйăхсенче ирттерме пулĕ.
Раççейри «Ырă ĕçсен регионĕ» конкурсра Пушкăртстан доброволецсен лайăх практикисене аталантарма 6,5 млн тенкелĕх грант çĕнсе илнĕ.
Çавăн пекех Пушкăртстанра сывлăхшăн хăрушă сферăсенче пулăшнă волонтерсем валли сывлăх сиплев программине туса хатĕрленĕ. Доброволец ĕç тунă чух сывлăхне сиен кÿрсен е вилсен пособисен хисепне те палăртнă. Çакăн çинчен регионти правительствăн президиум ларăвĕнче пĕлтернĕ. Енчен те волонтер сывлăхне сиен кÿнĕ пулсан 50 пин тенкĕ, вилсен унăн тăванĕсене 250 пин тенкĕ парĕç.
Пособисене илмелли ыйтусене Республикăри волонтер юхăмĕн тата çамрăксен пуçарăвĕсене пулăшу паракан центрта татса парĕç.
- Волонтерсен ĕçĕсем тĕлĕнтереççĕ, кăмăла çĕклеççĕ, - пĕлтернĕ премьер-министр Андрей Назаров. – Вĕсем çынсене пулăшаççĕ, вилĕмрен çăлаççĕ. Доброволецсен тÿпи мĕн тесен те пысăк. Волонтерсем пурнăçĕсемпе сывлăхĕсене шеллемесĕр ырă ĕçсем тăваççĕ. Çакна пурне те пирĕн шута илмелле.