Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
3 Декабрӗн 2020, 11:40

40 ача ашшĕ-амăшĕсĕр суту-илÿ центрĕсене çÿремессипе çыхăннă хушăва пăснă

Çтерлĕри çул çитменнисен ĕçĕпе тата вĕсен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси 18 çула çитичченхи ачасене суту-илÿ центрне кĕртмессипе çыхăннă йышăнăва епле пурнăçланине тĕрĕслесе тăрать.

Çтерлĕри çул çитменнисен ĕçĕпе тата вĕсен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси 18 çула çитичченхи ачасене суту-илÿ центрне кĕртмессипе çыхăннă йышăнăва епле пурнăçланине тĕрĕслесе тăрать. Асăннă йышăну ноябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнчен‚ кăшăлвирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешекен режима пăхăнса‚ Пушкăртстан Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн вăй илнĕ.
Хула администрацийĕн информацийĕ тăрăх‚ ноябрь уйăхĕн 10-29-мĕшĕсенче хулари суту-илÿ центрĕсенче 15 рейд ирттернĕ. Рейд пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн çул çитменнисен ĕçĕпе ĕçлекен инспекторсем çул çитмен ачасен тĕлĕшпе 38 административлă тата ачасен ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе икĕ протокол çырнă. Вĕсем пурте ПР Пуçлăхĕн Указне пăснине çирĕплетеççĕ.
- Протоколсене çул çитменнисен ĕçĕпе тата вĕсен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче пăхса тухĕç. Йĕрке пăсакансене административлă явап тыттарĕç. Унпа килĕшÿллĕн вĕсене асăрхаттарĕç е 1000 тенкĕрен пуçласа 30 пин таран штраф парĕç‚ – тенĕ çул çитменнисен ĕçĕпе тата вĕсен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси информацийĕнче.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: